Уншӑн кӑна мар та, анчах кун пек май та пулнӑ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта пынисем аваллӑх управҫин экспоначӗсемпе паллашнӑ, музей ӗҫченӗсем йӗркеленӗ викторинӑсемпе конкурссене хутшӑннӑ.
Музейри викторинӑна хутшӑннисен ҫӑпатана мӗнрен хатӗрленине пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Кӑмӑл пуррисем ура тӑхӑнмалли ҫак пушмака тӑхӑнса пӑхнӑ, ӑна сырма вӗреннӗ. Пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсене те, кил-тӗрӗшре кирлӗ япала ятне те алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлнине кӑтартма тивнӗ. Юлашкинчен калани чӑвашсенне кӑна мар, хамӑрпа кӳршӗллӗ пурӑнакан ытти халӑхӑнне те пырса тивнӗ.
Каҫхине музей ӗҫченӗсем «Ӳнер каҫне» хутшӑннӑ. Ӑна районти культурӑпа кану центрӗнче йӗркеленӗ. Унта пынисене те музей ӗҫченӗсем ҫӑпата тӗрлӗ конкурса хутшӑнтарнӑ. Ачасем кӑна мар, аслисем те хаваспах вылянӑ. Кӑмӑл пуррисем наци ҫипуҫне тӑхӑнса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Сӑнсем (13)
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта педагогика патриархӗн, аслӑ учителӗн, ӑслӑ, талантлӑ ҫыннӑн, Г.Н. Волковӑн ҫуралнӑ кунне халалласа чӑваш халӑх юррисемпе йӑла-йӗркисен фестивалӗ иртнӗ.
Уява 1 класран пуҫласа 11 классем хутшӑннӑ. 1–4 классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Пӗчӗк каччӑсемпе пикесем чӑваш тумне тӑхӑнса, сӑпка юрри юрлани пурне те тыткӑнланӑ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе вара вӑтам тата аслӑ ӳсӗмрисем паллаштарнӑ: салтака ӑсатнӑ, вӑййа тухнӑ, уллах ларнӑ. 5 класра вӗренекен ачасем вара (хатӗрлекенӗ — Н.З. Хушкина) чӑваш халӑх еткерлӗхне, чӑваш чӗлхи пуянлӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ. Фестивале Г.Н. Волкова хисеплекенсем, унӑн ӗҫне малалла тӑсакансем, вӗрентекенсем тата унӑн мӑнукӗсем пуҫтарӑннӑ.
Сӑнсем (16)
Кун пирки Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Уявӗ юпан 31-мӗшӗнче иртессине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫинчен калас тӑк, асӑннӑ культура пирки паян татса памалли ыйтусене хускатнӑ май чарӑнса тӑнӑ. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра кредит та илнӗ, ҫӗрулмие упрама хранилище те тунӑ. Паян ҫак культура аван хакпа сутӑнать. Пысӑк хуҫалӑхсен, Игнатьев шучӗпе, ҫӗрулмипе ҫине тӑрсарах ӗҫлемелле, ҫулталӑкра 1 миллион тонна туса илме ӑнтӑлмалла.
Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫ укҫи шайне ӳстермеллине те палӑртнӑ. «Паян мӗнпур ял хуҫалӑх продукцийӗ тивӗҫлӗ хакпа сутӑнать, пӗчӗк ӗҫ укҫи отрасль аталанӑвне такӑнтарать», — тесе шухӑшлать иккен Элтепер.
Кирек епле уяври пекех пысӑк шайри наградӑсемпе те чысланӑ. «Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Елчӗк районӗнчи «Комбайн» кооперативри Владимир Анисимов электрогазосварщик, Ҫӗрпӳ районӗнчи «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов, Патӑрьел районӗнчи «Малалла» эртелти Николай Филиппов тракторист тивӗҫнӗ.
Калуга облаҫӗн Смоленск облаҫӗн ҫӗрӗнче пӗр анклав вырнаҫнӑ — Калуговски посёлок. Унта 199 ҫын, ҫав шутра 55 ача пурӑнать. Посёлокра пурӑнакан ҫынсемшӗн ку хӑш-пӗр чӑрмавсем кӳнӗ пулать — куҫман пурлӑха регистрацилеме, социаллӑ инженери инфрструктурине юсама чӑрмантарнӑ.
Ӗнер вара Смоленск депутачӗсем икӗ регион хушшинче тунӑ килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Смоленск облаҫӗ ҫапла май 386 гектар ҫӗр ҫухатать, ун вырӑнне Калуга облаҫӗ ӑна 415 гектар ҫӗр парать. Ку ылмашусене тунӑ хыҫҫӑн Калуговски посёлокӗ Калуга облаҫӗн ҫӗрӗсем ҫинче вырнаҫма тытӑнӗ, анклав шайӗнчен тухӗ.
Асаилтеретпӗр, Чӑваш Енӗн те унашкал анклавсем сахал мар: Елчӗк районӗнчи Вӑрӑмхӑва, Шӑмӑршӑ районӗнчи Улмаллӑ Ял, Канаш тата Максим Горький ялсем. Вӗсем тавра чӑваш ялӗсем пур пулин те вӗсене кӳршӗ республикӑн ҫӗрӗсем ҫавӑрса илнӗ: Канаш тӗслӗхрен Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗн варринче вырнаҫнӑ. Унсӑр пуҫне хӑш-пӗр чӑваш ялӗ республикӑн чиккипе юнашар пулин те Тутарстан ҫӗрне кӗрет (т-х: Чӑваш Паснапуҫ, Ҫӗнӗ Упи, Кивӗ Упи, т. ыт. те).
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тасатассипе уйӑхлӑх ирттерессине пӗлтернӗ. «Кӗркунне пуҫтарса хӑварсан ҫуркунне ҫӑмӑлтарах пулӗ», — теҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Ӗнер аслӑ елчӗксем тавралӑха тирпейлеме тухнӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем, культурӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӑва территорине пуҫтарнӑ. Шалтине кӑна мар, тулаш енчен те. Йӗри-тавралли ҫӳп-ҫапа пухса вӗсем тиесе кайнӑ. Ляпун вӑрманне такамсем йӑлари хытӑ каяша пырса тӑкнине пуҫтарса тасатнӑ.
Сӑнсем (6)
Хӑйсем мар. Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял администрацийӗн специалисчӗсем тата вырӑнти культура ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе вӗсене ҫавӑн пек уяв йӗркелесе панӑ.
Хӑвӑлҫырмара пурӑнакан Воробьевсем — Алевтина Николаевнӑпа Петр Сергеевич — ҫемье чӑмӑртанӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ. Кун пек датӑна асӑнмалӑх ирттерес тенӗ те вырӑнти пуҫлӑхсем.
Воробьевсем — ялти ятлӑ ҫынсем. Ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Вӗсене пурнӑҫри паллӑ кун ячӗпе район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗ Н. Баймушкина саламланӑ тата хаклӑ парне панӑ. Вӗсен ячӗсем ЗАГС пайӗнче упранакан «Хисеп кӗнекинче» ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлассине пӗлтернӗ.
Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене пурнӑҫри паллӑ кун ячӗпе вӗсен вӗренекенӗсем пулнисемпе тӑванӗсем тата ытти хӑна саламланӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.
Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.
Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.
Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ.
«Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать.
Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ.
24 ҫула ҫитмен ҫамрӑк штангистсем Улатимӗр хулинче иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.
77 килограмлӑ атлетсенчен Елчӗк районӗнче ҫуралса ỹснӗ, халӗ Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спортсменсем хатӗрлекен республикӑри центрта ӑсталӑха туптакан П. Портнов икӗ енлӗ кӗрешỹре 295 килограмм пухса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал маларах вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче те «бронзӑна» тивӗҫни пирки хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач, Мӑкшӑ Республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |